Дегтярёв Г.А. Тӑван чӗлхепе мӗнле каламалла? // Халăх шкулĕ. - 2020. - №1. - С. 58-59.

27.03.2020 15:36 | просмотров: 1578
Дегтярёв Г.А. Тӑван чӗлхепе мӗнле каламалла? // Халăх шкулĕ. - 2020. - №1. - С. 58-59.

Иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑрвуннӑмӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче идеологи пусмӑрӗ сирӗлчӗ, вырӑслату пусаркӑҫӗ те сулчӑланчӗ. Ҫакӑ пирӗн чӗлхене ирӗкленме, малалла талпӑнма май пачӗ. Усӑсӑр ют сӑмахсенчен, вырӑсла формӑсенчен хӑтӑлма тӑрӑшрӑмӑр, вӗсене тӑван чӗлхепе калама пикентӗмӗр. Унтанпа вӑхӑчӗ чылай иртрӗ, лару-тӑру та aпла-капла улшӑнчӗ. Çапах та тӗнче мулне хамӑрлатас, ӑнлавсене чӑвашла ят парас кӑмӑл-туйӑм сӗвӗрӗлсех пӗтмерӗ-ха. Анчах ҫав туртӑма тӗрӗс ҫулпа яни паха.
Пирӗн, чӑвашсен, Иврит чӗлхин академийӗ пек, Турккӑ чӗлхин пӗрлӗхӗ пек е «Вырӑс чӗлхи» фондпа Вырӑс чӗлхи канашӗ тата Вырӑс чӗлхи институчӗ пек сумлӑ учрежденисем ҫук. Ҫавӑнпа тӑван чӗлхе аталанӑвне йӗркелесе пырасси пирки ӗмӗтленме кӑна тивет.
Хальлӗхе, Крылов юптарӑвӗнчи пек, унталла-кунталла туртӑнатпӑр. Пурте пӗлекен ятсене (холодильник, тетрадь пеккисене) улӑштарма тӑрмашатпӑр, пӗрле ҫырмалли сӑмахсене уйӑрма-пайлама хӑтланатпӑр (халӑха кӑлӑхах вӗчӗрхентеретпӗр). Ман шутпа, ӑс-тӑн пултарулӑхне пирӗн кӑшт урӑх еннелле ямалла. Пурнӑҫа ҫӗнӗ япаласем, ҫӗнӗ ӑнлавсем кӗреҫҫӗ - ҫавсем валли килӗшӳллӗ ятсем тупмалла. Хӑш-пӗр ӑнлавсен ячӗ халӗ те ҫирӗпленсе ҫитмен, ҫич-сакӑр тӗрлӗ пулса кайнӑ - унта йӗрке тумалла.
Ҫавӑн йышши хӑш-пӗр тӗслӗхе пӗрле сӳтсе явар-ха.

 

Тĕплĕнрех çакăнта вуламалла: Дегтярёв Г.А. Тӑван чӗлхепе мӗнле каламалла? // Халăх шкулĕ. - 2020. - №1. - С. 58-59.

Фотографии

Прикрепленные файлы

Содержание 437.16 Kb | загрузили: 645