Чӑваш чӗлхи: Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ

27.03.2020 11:16 | просмотров: 1394
Чӑваш чӗлхи: Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ

Онлайн сӑмах пуххиллӗ сайта тата тепӗр словарь хушӑнчӗ. Ку хутӗнче ҫӗнни шутне чӑвашла-эсперанто сӑмах пуххи кӗчӗ. Словаре Чӑваш Енри эсперанто юхӑмӗн активисчӗ Александр Блинов хатӗрленӗ.

Ҫак словарьте сӑмах йышӗ пысӑках мар пулин те — унта пурӗ те 500 кӑна, анчах та автор тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсене суйласа илнӗ май унӑн усси пысӑк пулнине палӑртмалла. Унсӑр пуҫне, словарьте тӗслӗхсем нумай. Кашни словарь статйинче вӗсене вӑтамран пиллӗк таран илсе панӑ.

Аса илтеретпӗр, электронлӑ сӑмахсарсен сайтӗнче тӗрлӗ словарьсен электронлӑ версийӗсене тупма пулать. Словарӗсем кунта чӑвашла-вырӑсли те, вырӑсла-чӑвашли те, чӑвашла-тутарли те, чӑвашла-нимӗҫли те пур. Унсӑр пуҫне сайтра чӑваш ячӗсене словарьне тата этимологи словарӗсене тупма пулать. Кунтах Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххин тулли варианчӗ те вырнаҫнӑ.

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш халăх сайчĕ