Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Культура ĕçченĕн кунĕпе саламлани

25.03.2020 09:49 | просмотров: 99
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Культура ĕçченĕн кунĕпе саламлани

Чӑваш Республикин культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем,

отраслӗн хаклӑ ветеранӗсем!

Професси уявӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Эсир пире илемлӗхе курма вӗрентетӗр, тӗнче культурин нумай евӗрлӗхне уҫса паратӑр. Ҫакна та палӑртмалла: сирӗн пархатарлӑ ӗҫӗр Чӑваш Республикин культурин чи лайӑх йӑли-йӗркине сыхласа упрама тата малалла аталантарма пулӑшать.

Эсир кирек ӑҫта та – библиотекӑсемпе музейсенче, архивсемпе театрсенче, культура ҫурчӗсенче е искусство шкулӗсенче – питӗ кирлӗ ӗҫе пурнӑҫлатӑр. Ҫакна ӑса хывса, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин культурӑна, вӑл хальхи обществӑн тӗп сферисенчен пӗри пулнине кура, уйрӑм наци проекчӗ пек уйӑрса палӑртрӗ. Ӑна пурнӑҫлани отрасле аталантарма ҫӗнӗ вӑй-хал хушасса, республикӑри культура пурнӑҫӗн пахалӑхӗпе тӗрлӗлӗхне курӑмлӑн ӳстерме пулӑ­шасса шанса тӑратӑп.

Эпир ҫӗршывӑн культура пурнӑҫӗнче Чӑваш Ен паллӑ вырӑн йышӑнса тӑнипе мухтанатпӑр, пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери фестивальсемпе конкурссенче тӑван республикӑн ӑс-пурлӑхӗпе паллаштаракан пултарулӑх коллективӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн са­вӑнатпӑр.

Профессие чунтан парӑннӑшӑн, ӑсталӑхӑршӑн тата ӗҫчен пулнӑшӑн сире чун-чӗререн тав тӑватӑп. Пурсӑра та мӗнпур лайӑххине, ырлӑх, хавхалану тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!  

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн

тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан                                                       Олег Николаев

 

 

 

 

 

 

Уважаемые деятели культуры и искусства Чувашской Республики,

дорогие ветераны отрасли!

 Примите самые искренние поздравления с профессиональным праздником!

Вы учите видеть прекрасное вокруг, раскрываете культурное многообразие мира. Важно, что ваш постоянный творческий поиск направлен на сохранение и приумножение лучших культурных традиций Чувашской Республики.

Где бы вы ни трудились – в библиотеках, музеях, архивах, театрах, домах культуры или школах искусств – вы делаете важное дело. Понимая это, Президент Российской Федерации Владимир Владимирович Путин выделил культуру, как одну из главных сфер современного общества, в отдельный национальный проект. Уверен, что его реализация придаст новый импульс развитию отрасли, повысит качество и разнообразие культурной жизни республики.

Мы гордимся тем, что Чувашия является заметным регионом на культурной карте страны, радуемся успехам творческих коллективов, представляющих родную республику на всероссийских и международных фестивалях и конкурсах.

От всей души благодарю вас за преданность профессии, мастерство и трудолюбие. Желаю вам добра, благополучия, вдохновения и новых достижений!

 

Временно исполняющий обязанности

Главы Чувашской Республики                                                                 Олег Николаев

 

Источник: ОФИЦИАЛЬНЫЙ ПОРТАЛ ОРГАНОВ ВЛАСТИ ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ