Тăван чĕлхе кунне тата Н.И. Ашмарин ҫуралнăранпа 150 çул çитнине халалланă «Н.И.Ашмарин тата шкул вĕрентĕвĕ» çавра сĕтел

20.02.2020 09:56 | просмотров: 1195
Тăван чĕлхе кунне тата Н.И. Ашмарин ҫуралнăранпа 150 çул çитнине халалланă «Н.И.Ашмарин тата шкул вĕрентĕвĕ» çавра сĕтел

Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕпе Чăваш Республикин вӗренӳ институчĕ 2020 çулхи нарӑс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тăван чĕлхе кунне тата Н.И. Ашмарин паллă тюрколог, чăваш чĕлхе ăслăлăхне хываканĕ ҫуралнăранпа 150 çул çитнине халалланă «Н.И.Ашмарин тата шкул вĕрентĕвĕ» çавра сĕтеле хутшăнма чĕнеççĕ.

Çавра сӗтел Чăваш Республикин вӗренӳ институчĕн ăслăлăх канашĕн залĕнче (308 пӳлӗм) 10.00 сехетре пуçланать.

 

Чувашская национальная академия наук и искусств и Чувашский республиканский институт образования приглашают 21 февраля 2020 года принять участие в работе круглого стола «Н.И. Ашмарин и школьное образование», посвященного Дню родного языка и 150-летию со дня рождения известного тюрколога и основоположника чувашского языкознания Н.И. Ашмарина.

Круглый стол состоится в зале ученого совета (каб. 308) Чувашского республиканского института образования. Начало в 10.00 часов.

 

ЕРТСЕ ПЫРАКАНСЕМ

Исаев Юрий Николаевич, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ректорĕ

Ерагин Евгений Евстафьевич, Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕн президенчĕ

КАЛАҪАКАНСЕМ

Родионов Виталий Григорьевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ. Н.И. Ашмарин – литература тĕпчевçи.

Лебедев Эдуард Евгеньевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ. Н.И. Ашмарин профессор кун-çулĕпе тĕп ĕçĕсем.

Семенова Ирина Петровна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн кĕçĕн ăслăлăх ĕçтешĕ. Н.И. Ашмарин тата «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки».

Тихонова Людмила Анатольевна, Красноармейски районĕн Пикшик шкулĕн вĕрентекенĕ. Николай Иванович Ашмарин  ̶  17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекин» ашшĕ.

Николаева Галина Леонидовна, Алексеева Светлана Анатольевна, Çĕнĕ Шупашкар хулин 19-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕсем. Николай Ашмарин пурнăçĕпе пултарулăхĕ вĕренÿ кĕнекисенче сăнланни.

Михайлова Дарья Алексеевна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ; Сергеева Зоя Николаевна, Етĕрне районĕн Кивĕ Тинкеш шкулĕн вĕрентекенĕ. Етĕрне районĕн Çĕхре ялĕн микротопонимĕсем.

Тобоева Светлана Ивановна, Яковлева Ангелина, Абдуллова Мадина, Етĕрне районĕн Урпаш вăтам шкулĕн Пушкăрт филиалĕн вĕрентекенĕпе 7-мĕш класс веренекенĕсем. Н.И. Ашмарин словарĕнчи Етĕрне районĕн Пушкăрт ялĕнче çырса илнĕ сăмахсем.

Никитина Тамара Викторовна, Етĕрне районĕн Пĕрçырлан шкул вĕрентекенĕ. Н.И.Ашмарин словарĕнчи савăт-сапа ячĕсем.

Михайлова Зинаида Петровна, Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ. Мăн асаттесен талăкри вăхăт курăмĕ: Н.И. Ашмарин словарĕ тăрăх.

Хлебникова Галина Фирсовна, Патăрьел районĕн Патăрьел 2-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ. Н. Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнекипе» М. Федотовăн «Чăваш чĕлхин этимологи словарĕ» хушшинчи пĕр пеклĕхсемпе уйрăмлăхсем.

Волкова Алевтина Борисовна, Канаш районĕн Тăрăн ялĕ, пенсионер. Чăваш чĕлхинчи Тăрăн ойконимсен кун-çулĕ.

Димитриев Александр Вениаминович, Шупашкар хулин Ботаника сачĕн директорĕ. Н.И. Ашмарин словарĕнчи ÿсен-тăран ячĕсем.

Кудрявцева Любовь Васильевна, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин «Ачасемпе пĕрле пулса вĕсене пур енлĕн аталантаракан вĕренӳ центрĕн» вĕрентекенĕ. Чăваш сăмахĕсен кĕнекипе усă курса ачасен тавра курăмне ÿстересси.

 

Ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура, хаҫат-журнал ӗҫченӗсене, общество хастарӗсене, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланакансене йыхравлаççĕ.

 

Адрес: Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5 çурт.

1, 3-мĕш маршрут троллейбусĕсемпе, 22, 35, 52-мĕш маршрут автобусĕсемпе «Вӗренӳ институчӗ» чарăнăва çитмелле.

Фотографии

Прикрепленные файлы

Программа 449.11 Kb | загрузили: 551