Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери «Чăваш Ене мухтаса» фестиваль-конкурс

14.02.2020 09:32 | просмотров: 1105
Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери «Чăваш Ене мухтаса» фестиваль-конкурс

Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа республикӑра пысӑк пӗлтерӗшлӗ культура мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ пулӑшнипе литературăпа музыка хайлавĕсен «Чăваш Ене мухтаса» халăхсен хушшинчи конкурс-фестиваль йӗркелерӗҫ. Асăннă конкурс тĕп тĕллевĕ – Тăван енĕмĕрти наци культурине, халăх йăлисене тата професси ăсталăхне упраса хăварасси тата аталантарасси, ҫамрӑксем хушшинчи хастарлăха ӳстересси, Чӑваш ҫӗршывӗн пуян историпе культурине туллин уҫса парасси.

Çак конкурс-фестивале ирттерсе эпир ÿссе пыракан ăрăвăн наци культурипе тата халăх йăлисемпе çыхăннă пĕлĕвĕн шайне ÿстересшĕн. Унсăр пуçне ку ĕçре пултаруллă, пуçарулă ачасене хавхалантарасшăн. Çавăн пекех вĕрентекенсене тата ÿссе пыракан ăрăва уроксем хыççăн та пултарулăх енĕпе тата та тĕплĕнрех ĕçлеме хистесшĕн. Хутшăнакансене тĕрлĕ номинацире хаклăпăр. Вĕсем «Юрлас тата кĕвĕ калас ăсталăх (автор кĕввисене уйрăм ушкăнра хаклăпăр)», «Музыка хайлавĕ», «Литература хайлавĕ(проза тата поэзи)», «Литература вулавĕ», «Театр ăсталăхĕ», «Фольклор ăсталăхĕ» енсĕсемпе хăйсен пултарулăхне кăтартма пултараççĕ.

Конкурс-фестивале хутшăнакансем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Сăмахран, хăйсен ĕçĕсене Чăваш, Тутар тата Пушкӑрт Республикинчен, Чӗмпĕр тăрăхĕнчен, Крымран, Питӗрпе Ленинград облаҫӗнчен, Мускавран, Замби, Чехи, Ангола, Алжир, Египет, Палестина, Туркменистанпа Узбекистан тата ытти çĕршыври çамрăксем тăратнă.

Конкурса 2020 ҫулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарти Туслăх çурчĕнче пĕтĕмлетеҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантараҫҫӗ.

Хисеплĕ конкурсантсем!

Литературӑпа музыка хайлавӗсен «Чӑваш Ене мухтаса» халӑхсем хушшинчи конкурс-фестивалӗ 2020 ҫулхи нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пырать. Хăвăр ӗҫӗрсене конгреса (е оргкомитета) ярса (кĕртсе) пама васкăр! Кĕтетпĕр! vera_arhipova55@mail.ru (Архипова Вера Севастьяновна, тел. +7-903-066-63-86, e-mail: vera_arhipova55@mail.ru, Бушуева Любовь Ивановна, тел. +7-927-860-05-10)

Вера Архипова, ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи.

Тĕплĕнрех: Чӑваш наци конгресӗ