Туманов Илья. Çак чăваша Зураб Церетели те лайăх пӗлет // Сувар. 2020. Нарăс/февраль, 11.

12.02.2020 16:13 | просмотров: 81
Туманов Илья. Çак чăваша Зураб Церетели те лайăх пӗлет // Сувар. 2020. Нарăс/февраль, 11.

Вăл чăвашсен историне тата тарăнрах «чавса» пирӗн ыр-хаяр тӗнӗпе вӗрӳ-суру чӗлхи зороастризмранах пуçланнине тӗслӗхсемпе çирӗплетекен ученăй.

Паян Шупашкарти Чăваш тӗррин музейӗнче «Ăслăлăха халалланă пурнăç» ятлă фотодокументсен куравӗ уçăлать. Ăна искусствоведени докторӗ Алексей Трофимов 85 çул тултарнипе çыхăнтарнă. Куравра Алексей Александровичăн кӗнекисене, унăн архивӗнчи фотодокумент материалӗсене тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн фончӗсенчи япаласене тăратнă. Вӗсем Алексей Трофимов мӗнле ученăй пулса тăни çинчен каласа параççӗ.
Вăл Аксу районне кӗрекен Киремет ялӗнче çуралса ӳснӗ. Хăйӗн тӗпчевçӗ карьерине Трофимов чăваш халăх эрешне тӗпчессинчен пуçланă. 1977 çулта вăл «Чăваш халăх тӗррин эрешӗ» темăпа наука диссертацине хӳтӗлет. Искусствоведени ăслăлăхӗсен кандидачӗ пулса тăрать. Диссертаци материалӗсемпе пирӗн ентеш кӗнеке кăларнă. Паянхи куна Алексей Трофимов 18 кӗнеке тата 200 наука статьйин авторӗ.  
Раççейри тӗрлӗ музейсенче тӗпченӗ вăл пирӗн халăх тӗррисене. Чăваш тӗррин тӗсне, композицине тӗпченӗ май Алексей Александрович вӗсенче орнаменталистика мотивӗсене асăрханă.
Вăл авалхи чăваш руна çырулăхне упракан палăксене тупса тишкернӗ, руна алфавитне çӗнӗрен чӗртнӗ, тӗрӗри «çыру эрешӗсене» ăнлантарса панă. Ученăй чăвашсен йăлари скульптурине пăлхарсеннипе танлаштарнă.
Трофимов чăвашсем пăлхарсенчен пулса кайни çинчен калакан шухăшра пăнчă лартаканни. Вăл илсе кăтартнă тӗслӗхсем хыççăн Атăлçи пăлхарсем хальхи чăваш чӗлхипе калаçса  çырнинче иккӗленме çук. Унсăр пуçне вăл чăвашсен историне тата тарăнрах «чавса» пирӗн ыр-хаяр тӗнӗпе вӗрӳ-суру чӗлхи зороастризмранах пуçланнине тӗслӗхсемпе çирӗплетекен ученăй.
Алексей Алексендрович ертсе пынипе Шупашкарта фундаментлă ӗç –«Тутарстан чăвашӗсем» альбом-справочник пичетленсе тухрӗ. 
Хисеплӗ ятсемпе пысăк наградăсем нумай унăн. Професси тӗлӗшӗнчен илсен, наука сферинче Трофимов авторитечӗ калама çук пысăк. Паллă скульптор Зураб Церетели те ăна çуралнă кунӗпе саламласа ăшă телеграммăсем ярать.
 Çапах чи пысăк сăвап – пархатарлă ӗçсемшӗн тăван халăхӗ, уйрăмах ентешӗсем тав туса сума-суни.

Хыпара çакăнтан илнĕ: "Сувар" хаçат редакцийĕ