«РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсем Чăваш Ен территорийĕнче туллин пурнăҫланĕҫ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

16.01.2020 09:43 | просмотров: 980
«РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсем Чăваш Ен территорийĕнче туллин пурнăҫланĕҫ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускава кайса килнĕ. Республика Пуҫлăхĕ унта Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Федераци Пухăвне çуллен яракан Ҫыру сăравне халалланă чаплă мешехене хутшăннă.

Ĕҫ хутĕнче яланхиллех ҫĕршывăн чи кирлĕ ыйтăвĕсем пирки ҫырнă, пуласлăхри тĕллевсене палăртса хăварнă.

«Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин ҫĕршыври регионсен пуҫлăхĕсемпе ĕҫ тăвакан власть органĕсенче тăрăшакансене çемье туприпе йăли-йĕркине упраса хăварас ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, халăхăн тупăшне ӳстерес, нумай ачаллă ҫемьесене патшалăх енчен ытларах пулăшас, экономикăна хăватлантарас ыйтусем малти вырăнта тăраççĕ. Сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ пайне те патшалăх енчен пулăшма палăртнă. Çĕршыв Президенчĕ мĕн пур ыйтăва тĕпрен татса пама федераци хыснинчен ытларах укҫа куҫарса пама йышăнатпăр терĕ. Социаллă ыйтусене пурнăҫлассине патшалăх программисемпе ҫыхăнтарса пыма тăрăшăпăр терĕ вăл.  Паянхи куна илес пулсан, чылай ĕҫе пурнăҫа кĕртнĕ. Вĕсем пĕтĕмпех РФ Президенчĕн Пуҫарăвĕсене тĕпе хурса пурнăҫланнă. Пуласлăхра тата та ĕҫсем пур-ха. РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсене эпир туллин пурнăҫласа пырассине шанатăп. Чăваш Енре пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн яваплăха туйса, таса чунпа, саккунсене пăхăнса ĕҫлесе пыма тăрăшăпăр», - тенĕ РФ Президенчĕн Ҫырăвне пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ сайтĕнчи материалсемпе усă курнă.