Николай Васильевич Шупуççынни (Васильев) çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа «Поэт каллех утать ялтан яла» ятлǎ асǎну каҫě иртрě

02.12.2019 11:41 | просмотров: 1317
Николай Васильевич Шупуççынни (Васильев) çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа «Поэт каллех утать ялтан яла» ятлǎ асǎну каҫě иртрě

Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Иккассинчи пултарулǎх ҫуртěнче ҫыравҫǎ, куҫаруҫǎ, тĕпчевçĕ, вěрентекен Николай Васильевич Шупуççынни (Васильев) çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа «Поэт каллех утать ялтан яла» ятлǎ асǎну каҫě иртрě. Ял халǎхě, килнě хǎнасем малтанах Н.В.Шупуҫҫыннин пурнǎҫěпе пуларулǎхне халалланǎ куравпа паллашрěҫ. Кунта Николай Васильевич ҫинчен хатěрленě тěпчев ěҫěсем, хаҫатра ҫырса кǎларнǎ статьясен пуххи, фотоальбомсем вырăн тупнă.
Библиотека ертӳҫи Антонина Михайловна Михайлова асǎну каҫне Стихван Шавли çырнǎ «Шупуҫҫынни» ятлǎ сǎввипе уҫрě. Залра пухǎннǎ ял халǎхне инçетрен килнě хǎнасемпе паллаштарчě. Çыравçǎн пултарулǎхне хак парса Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтěнчен филологи ǎслǎлǎхěсен тухтǎрě Виталий Григорьевич Родионов профессор, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетěнчен Софронова Ирина Владимировна доцент тухса калаçрӗç. Тӗл пулǎва çавǎн пекех Н.П. Шмелева тата А.Л. Шпаннагель поэтсем хутшǎнчӗç .

Ҫырмапуҫ ял тǎрǎхěн пуҫлǎхě Рамиль Гаязетдинович Гельметдинов пӗрле пухǎнса Н.В.Шупуҫҫыннин кунне паллǎ тунипе кǎмǎллǎ пулнине палǎртрě,  хǎнасене хисеплесе килнěшěн тав турě.

Виталий Григорьевич Родионов тахҫанах  Н.В.Шупуҫҫынни  ҫуралнǎ яла килсе курма ěмěтленнине пěлтерчě. Вǎл Шупуҫҫыннин Чǎваш ен тулашӗнче ӗçленӗ тапхǎрӗпе паллаштарчӗ, поэтǎн пурнǎҫне тěпчемелли татах та пуррине палǎртрě. Ирина Владимировна Софронова вара Николай Васильевичǎн литетрура ěҫне тěплě  тишкерчě. Иккасси шкулěн  ертӳçи Александр Витальевич Владимиров Шупуҫҫыннин пурнǎҫне тӗслӗхе хурса ачасене чǎваш чěлхине юратма чěнсе каларě. Наталья Петровна Шмелева тата Александр Леопольдович Шпаннагель поэтсем куракансене  хайсен сǎввисемпе паллаштарчěҫ.

Шупашкар районěн хисеплě ҫынни Александр Михайлович Михайлов Н.В. Шупуҫҫыннин бюстне 1989 çулта уҫнине аса илчě, хǎйěн «Моя малая родина - Елаши» кěнекинчи поэт ҫинчен ҫырнǎ вырǎна вуласа пачě.

Иккасси шкулěнче вěренекенсем  Н.В.Шупуҫҫынин пурнǎҫěпе пултарулǎхěн тěрлě тапхǎрěпе паллаштарчěҫ. Ачасем каласа панǎҫемěн экран ҫинче презентаци слайчěсем куҫса пычӗҫ. Н.В. Шупуҫҫыннин « Янрак янравě» поэмǎри сыпкǎкě, Валери Туктар ҫырнǎ «Шкулǎмǎр»,  Юхма Мишши ҫырнǎ «Шупуҫҫыннине асǎнса» сǎввисем янрарěҫ. Пултарулǎх ҫурчě ҫумěнчи «Шупуҫ» фольклор ушкǎнě пухǎннисене Н.В. Шупуҫҫынни сǎввипе ҫырнǎ, Ф. Палов илемлетнě «Малалла утар, харǎс пусар» тата чǎваш халǎх юррисене юрласа савǎнтарчěҫ. Ачасен чǎваш ташшине те,  Юлия Козлова «Сараплǎ сысна» юптару  вуланине те пухǎннисем кǎмаллǎн йышǎнчěҫ. Николай Васильевичǎн тǎванě Николай Дмитриевич Дмитриев поэта манманшǎн, унǎн пурнǎҫěпе пултарулǎхне тěпченěшěн асǎну каҫне йěркелекенсене, килнě хǎнасене тав сǎмахě каларě.

В.Г.Родионовпа И.В.Софронова Иккасси шкулěнче чǎваш чěлхипе литература класěнчи мухтавлǎ поэтǎмǎра халалласа йӗркеленě стендпа та паллашрěҫ. Асǎну каҫě Н.В.Шупуҫҫыннин палǎкě умне чечек кǎшǎлě хунипе вěҫленчě.

 

«Поэт каллех утать ялтан яла» ятлǎ асǎну каҫě пирки тата çакăнта пăхмалла: 

МБОУ "Икковская ООШ" Чебоксарского района: ПАМЯТНЫЙ ВЕЧЕР Н.В.ШУБОССИННИ

Шупашкар районĕнчи Иккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул: НИКОЛАЙ ВАСИЛЬЕВИЧ ШУПУÇÇЫННИ (ВАСИЛЬЕВ) ÇУРАЛНĂРАНПА 130 ÇУЛ

Фотографии