Кĕнеке издательстви: Анне кунĕ тĕлне «Саламлăр аннĕре» кĕнеке кун çути курчĕ

15.11.2019 11:05 | просмотров: 1192
Кĕнеке издательстви: Анне кунĕ тĕлне «Саламлăр аннĕре» кĕнеке кун çути курчĕ

Анне кунĕ тĕлне «Саламлăр аннĕре» кĕнеке кун çути курчĕ

Анне... Кашни ачашăн чи хаклă, илемлĕ те çепĕç сăмах. Мĕншĕн тесен анне кун-çул парнелет, телей пиллет, юратса-лăпкаса ÿстерет. Ывăлĕ-хĕрне пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн, ырă-сывă çитĕнтерессишĕн ырми-канми ĕçлет вăл. Тĕпренчĕкĕсем пĕчĕк чухне сăпка юрри ĕнĕрлет, юмах-халаппа канлĕ ыйхă сунать. Ачисем чирлесессĕн е йывăрлăха кĕрсе ÿксессĕн вăл куç хупмасăр тăрăшать, хуйха сирсе ярассишĕн хăйне те шеллемест.
Раççейре Анне кунне 1998 çултанпа уявлаççĕ. Ăна çулсеренех чÿк уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ. Кăçал вăл чÿк уйăхĕн 24-мĕшне лекет. Çак çутă та илемлĕ уяв тĕлне Чăваш кĕнеке издательствинче «Саламлăр аннĕре» хайлавсен пуххи кун çути курчĕ. Кĕçĕн çулти ачасем валли хатĕрленĕ кăларăма чăваш прозаикĕсемпе поэчĕсен калавĕсемпе юмахĕсем тата сăввисем кĕнĕ. Вĕсене пурнăçри чи çывăх çынна ‒ аннене ‒ тата çемьене халалланă. Кĕнекене пухса хатĕрлекенĕ ‒ О.М. Иванова, редакторĕ ‒ О.Л. Федорова, ÿнерçи ‒ Т.Д. Бурдина. Тиражĕ ‒ 1000 экземпляр.
Кашни хайлавĕ ăшă туйăмпа тата юратупа тулнă. Вĕсем аннене тата çывăх çынсене яланах хисеплемеллине, упрамаллине, çак пуянлăх пурришĕн савăнмаллине астутарса тăраççĕ. Кĕнеке икĕ пайран тăрать: «Сывă пулччăр аннесем!» тата «Çемье ‒ пурнăç тыткăчи...». Пĕрремĕш пая чăваш çыравçисен аннене халалланă сăввисемпе калавĕсем кĕнĕ. Вĕсенче чи çывăх çын пурришĕн савăннипе хăпартланнисĕр пуçне хурлăхлă йĕркесем те тĕл пулаççĕ. Апла пулин те аннене хисеплени, пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕшĕн тав туни хайлавсене пĕрлештерсе тăрать.
Кĕнекери иккĕмĕш пая атте-аннене кăна мар, асатте-асаннене, кукаçи-кукамая, пичче-аппана, шăллăм-йăмăка халалланă сăвăсемпе калавсем тата юмахсем кĕнĕ. Этем кун-çулĕнче çемье чăннипех пысăк вырăн йышăнать. Вăл хавхалантарать, йывăрлăхсене парăнтарма пулăшать. Кил-йышра пурте пĕр шухăшлă пулсан пурнăç та малалла каять, ăш-чик те лăпкă пулать.
Вулакан Геннадий Волковăн, Анатолий Смолинăн, Валентин Урташăн, Александр Ильинăн, Виталий Шемекеевăн, Юрий Сементерĕн, Николай Ыдарайăн, Мария Каçалсемĕн, Альбина Юратăвăн, Петĕр Яккусенĕн, Николай Теветкелĕн, Александр Пăрттан, Раиса Сарпин, Василий Кервенĕн, Валентина Тараватăн, Ольга Васильевăн, Лариса Петровăн, Ольга Австрийскаян, Ольга Тургайăн, Людмила Смолинăн тата ытти авторсен хайлавĕсемпе паллашма пултарĕ.
«Саламлăр аннĕре» ‒ пур ÿсĕмри вулаканшăн та пысăк парне. Çакăн пек кăмăллă та ăшпиллĕ кĕнеке кашни килтех пулмалла, ăна çемйипех вуламалла. Ачасем мĕн пĕчĕкрен çывăх çынсене юратма, хисеплеме, çемьене хаклама вĕренччĕр тесен вĕсене ырă кăларăмсемпе туслаштармалла. Хайлаври сăнарсем паха тĕслĕх пулĕç, тĕрлĕ лару-тăруран мĕнле тухмаллине, хамăра мĕнле тытмаллине кăтартĕç.
Анне кунĕнче кашниех амăшне саламлать, пурнăç парнеленĕшĕн тав тăвать. Аннесене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче те ‒ Мартăн 8-мĕшĕнче ‒ чыслаççĕ. Чăннипе, аннесене кунсерен пуç таймалла пирĕн, чунĕсене ăшă сăмахпа йăпатмалла. Ăна валли сăлтав та кирлĕ мар. Анне пурри, вăл çумра пулни те çителĕклĕ. Лариса Петрова çамрăк поэтессăн «Саламлăр аннĕре» сăввинчи йĕркесем кашнин чĕрине кĕрсе вырнаçасса шанас килет:

Сăлтавĕ пулĕ кулленех ‒
Ан ÿркенсемĕрччĕ кăна.
Саламлăр аннĕре! Мĕнех,
Ялан вăл тивĕçлĕ çакна!

 

Ко Дню матери увидела свет книга «Саламлăр аннĕре» (Поздравьте маму)

Мама… Самое дорогое, красивое и нежное слово в жизни каждого ребенка. Мама дарит детям жизнь, благословляет, растит в любви и ласке. Она трудится неутомимо, чтобы дочки-сыночки выросли добрыми, воспитанными, здоровыми. Поет колыбельную, рассказывает сказки, а когда дети болеют, не смыкая очей, не жалея себя, ухаживает за ними.
В России День матери учрежден в 1998 году и празднуется в последнее ноябрьское воскресенье. В 2019 году его будут отмечать 24 ноября. К этому светлому и прекрасному празднику в Чувашском книжном издательстве вышла в свет книга «Саламлăр аннĕре» (Поздравьте маму). В сборник, адресованный детям младшего школьного возраста, вошли рассказы, сказки и стихи чувашских прозаиков и поэтов. Они посвящены самому близкому человеку – матери – и семье. Составитель сборника – О.М. Иванова, редактор – О.Л. Федорова, художник – Т.Д. Бурдина. Тираж новинки – 1000 экземпляров.

Читатель сможет ознакомиться с произведениями Геннадия Волкова, Анатолия Смолина, Валентина Урташа, Александра Ильина, Виталия Шемекеева, Юрия Семендера, Николая Ыдарая, Марии Каçалсем, Альбины Юрату, Петра Яккусеня, Николая Теветкеля, Александра Пртты, Раисы Сарби, Василия Кервеня, Валентины Тарават, Ольги Васильевой, Ларисы Петровой, Ольги Австрийской, Ольги Тургай, Людмилы Смолиной и других авторов.
«Саламлăр аннĕре» станет подарком для читателей любого возраста.

Поздравить маму – дар и честь.
Так много поводов – не счесть.
Она достойна добрых слов,
Ее поздравить будь готов!
(Перевод с чувашского языка О. Ивановой.)

 

Тĕплĕнрех çакăнта пăхăр: Кĕнеке издательстви: Ко Дню матери увидела свет книга «Саламлăр аннĕре» (Поздравьте маму)