Институт директорĕ Петр Краснов Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн XXIX Конференци ĕҫне хутшăннă

08.11.2019 12:03 | просмотров: 123
Институт директорĕ Петр Краснов Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн XXIX Конференци ĕҫне хутшăннă

Чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» («Единая Россия») Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн XXIX Конференци ĕҫне хутшăннă.

Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» («Единая Россия») политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн XXIX Конференци ĕҫне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов та хутшăннă.

Конференцине пухăннисене тав тунă май, республика Пуҫлăхĕ Чăваш Енре наци проекчĕсем тĕллевлĕн лайăх пурнăҫа кĕрсе пынине каланă. Хуласемпе ялсен сăн-сăпатне илемлетес, инфратытăма ҫĕнетес тĕлĕшпе комплекслă мероприятисем йĕркелесе ирттернине палăртса хăварнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Социаллă объектсем ҫулсеренех хута кайнине те асăнса хăварнă Пуҫлăх. Халăха пысăк технологиллĕ пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерес ĕҫ кирлĕ пек шайра пулса пынине асăннă. Кăҫал ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле регионта пурĕ 205 ФАП уҫăлмалла. Регионта мобильлĕ ФАПсем активлă ĕҫлеҫҫĕ. Аякра вырнаҫнă ялсенче пурăнакансем туххăмрах тĕрлĕ медицина пулăшăвĕсене тивĕҫме пултарайраҫҫĕ. Ҫитес 5 ҫул хушшинче республикăри мĕнпур сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕпрен юсаса ҫитерме тĕллев лартнă. Медицина пайĕнче кадр ыйтăвĕ ҫивĕч, ку тĕлĕшпе тата та активлăрах ĕҫлеме палăртнă.

Конференцире «Единая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă, Парти Председателĕн Д.А.Медведевăн Регионти обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ĕҫ-хĕлне те тишкернĕ, 2020-мĕш ҫул валли палăртнă тĕллевсене тимленĕ.  

Мускавра чӳк уйăхĕн 22-23-мĕш кунĕсенче  «Единая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн XIX-мĕш Съезчĕ иртет. Унта кайма делегатсене суйласа хăварнă. Полит  советăн йышне ротаци тунă, президиума та ҫĕнетнĕ. «Единая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн Тĕрĕслев комиссийĕн Положенине пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă.    

Фоторепортаж 

Тĕплĕнрех çакăнта пăхмалла: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Единая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн Чăваш Енри регионти уйрăмĕн XXIX-мĕш Конференци ĕҫне хутшăннă