Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине палăртса федераци шайĕнче 40 яхăн пысăк мероприяти пуласси паллă

19.09.2019 09:45 | просмотров: 1055
Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине палăртса федераци шайĕнче 40 яхăн пысăк мероприяти пуласси паллă

Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев 2020-мĕш ҫулта Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалланă йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ.

Канашлăва пухăннисем уяв мероприятийĕсене тĕплĕн пăхса тухса сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче уяв мероприятийĕсене регионта кăҫал ҫулталăк вĕҫĕнчех ирттерме тытăнассине хыпарланă. Тĕп мероприяти Шупашкарта 2019 ҫулта раштав уйăхĕн варринчех пулассине те пĕлтернĕ.

2020-мĕш ҫулта вара Чăваш Енри мĕнпур хуласемпе районсенче ҫӳлерех асăннă уява палăртса анлă мероприятисем иртесси куҫкĕретех. Федераци шайĕнче чылай мероприяти ирттерме палăртнă: Акатуй, Раҫҫей ҫăл куҫĕсем т. ыт. те. Çĕршыв шайĕнче ирттерекен «Ҫулталăк юрри» проектăн ертӳҫи – Раҫҫей халăх артистки Ангелина Вовк - пирĕн республикăра мероприятине ирттерме кăмăл тăвасси те паллă. Хальлĕхе проекта шупашкарта ирттерессипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Паллă пулăмсенчен пĕри –  Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнин ятарлă паллине районтан района илсе ҫитересси.  Хулара «Амазония» этнокомплексра, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пысăк та чаплă мероприятисем ирттерме плана кĕртсе хăварнă.  

«Уявсем пурин кăмăлне те ҫĕклемелле. Пирĕн паха ĕҫ опычĕ пур. Эпир пĕрре мар çакна ҫирĕплетсе пама пултартăмăр. Кăҫал Чăваш Республикин тĕп хулине 550 ҫул ҫитнине ҫав тери лайăх хатĕрленсе ирттертĕмĕр. Апла пулсан, ҫывхарса килекен мероприятине те курăмлă ирттерессишĕн тăрăшмалла», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине уявласси пирки Указа алă пуса ҫирĕплетнĕ, вăл ĕҫе Раҫҫейри мĕнпур субъектсенчи патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансене хутшăнма сĕннĕ. Паллă уява ирттерме ют ҫĕршысем те кӳлĕнесси куҫкĕретех. Кӳршĕллĕ тата инçетри регионсем те Чăваш автономи уявне тĕрлĕ мероприяти ирттерме кăмăл тунă. Самара, Крым, Мускав, Санкт-Петербург, Ульяновск облаҫĕсенче тата ытти субъектсенче те чаплă уявсем йĕркелесе ирттересси куҫкĕретех пулĕ.      

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов хăйĕн сăмахĕнче регионта МИХсенче ĕҫлекенсене ҫӳлерех асăннă мероприятисене анлă ҫутатса пама калание, ятарлă специалистсем мĕнпур уявсем пирки сюжетсем хатĕрлеме тĕллев лартнине те хыпарланă. Апла пулсан, ырă ĕҫсем туни ҫинчен хыпарсем сарăласси паллă, тĕрлĕ халăх çыннисем пирĕн ҫитĕнӳсемпе паллашĕҫ, паха енсене курса ĕненĕҫ. Федераци шайĕнче уяв чаплă иртесси пĕрре те никама та иккĕлентермĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри паллă ҫынсемпе, паха ĕҫсемпе тата ҫитĕнӳсемпе паллаштаракан хыпарсене халăх патне ытларах ҫитерме чĕнсе каланă. Регион Пулăхĕ чăваш халахĕн йăли-йĕрки, пурнăҫĕ, ăс-хакăл тĕнчи малти вырăна тухмаллине, вĕсем пирки ҫитĕнекен ăрăва пĕлтерсе пымаллине палăртса каланă.  

 Фоторепортаж

Тĕпленрех çакăнта пăхмалла: 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ: Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине палăртса федераци шайĕнче 40 ытла пысăк мероприятисем пуласси паллă

Пресс-служба Администрации Главы Чувашской Республики: В рамках празднования 100-летия образования Чувашской автономной области состоится около 40 мероприятий всероссийского и международного уровня