Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ — ку хутӗнче В.Г. Егоров хатӗрленӗ Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗ хушӑнчӗ

18.09.2019 10:07 | просмотров: 1176
Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ — ку хутӗнче В.Г. Егоров хатӗрленӗ Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗ хушӑнчӗ

Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ — ку хутӗнче В.Г. Егоров хатӗрленӗ Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗ хушӑнчӗ. Ҫапла май халь ҫак сайт 13 словарӗн электронлӑ варианчӗпе паллаштарайрать. Вӑл шутра Н.И. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» те пур.

Сӑмахсар 1964 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ. М.Р. Федотовӑн этимологи словарӗпе чӑваш чӗлхинчи сӑмахсем мӗнле пулса кайнине тата пирӗн чӗлхене ӑҫтан лекнине ӑнлантарса парать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл 2000 экземплярпа пичетленсе тухнӑ. 356 страницӑллӑ кӗнекере пурӗ 2 298 ытла сӑмах тишкерӗвӗ шутланать.

Словаре электронлатма пулӑшаканӗ — Алина Иванова. Сайта кӗртекенӗ — Николай (Аҫтахар) Плотников.

Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫывӑх вӑхӑтра тата та пуянланмалла. Черетре Н.И. Ашмаринӑн 3-мӗш тата 5-мӗш томӗсем тӑраҫҫӗ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш халах сайчĕ: Чӑваш чӗлхи: Сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ