Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрне хутшăннисемпе уҫă калаҫу ирттернĕ

17.07.2019 13:35 | просмотров: 1151
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрне хутшăннисемпе уҫă калаҫу ирттернĕ

Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче ««Чăваш Ен – Раççейпе Беларуç художникĕсен куçĕпе»» Кокель пленэрне хутшăннисемпе уҫă калаҫу ирттернĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, пленэр Патăрьел районĕнчи Турхан салинче пулнă. Шăпах та, вăл ялта паллă ӳнерҫĕ, пултаруллă педагог, патриот Алексей Афанасьевич Кокель ҫуралса ӳснĕ.   Пĕтĕм халăхсен хушшинчи пленэр-симпозиума кăҫал Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул, Алексей Кокель çуралнăранпа – 140, Турхан шкулĕ уçăлнăранпа 180 çул çитнине халалланă. Владимир Васильев каланă тăрăх, пленэрăн тĕллевĕсенчен пĕри вăл – художниксен пултарулăхне аталантарасси тата тĕрлĕ наци çыннисене çывăхлатасси. Пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрĕ кăçал Раççейпе Беларуç Республикин Художниксен союзĕсен членĕсене, Хусанти, Чулхулари, Кемеровăри, Абаканри, Шупашкарти ӳнерçĕсене пухнă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев симпозиума хутшăннисене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Тĕрлĕ халăхсем хушшинчи туслăха тытса пыма культура пайĕ шăпах та пысăк витĕм кӳнине асăннă. «Беларуҫ Республикинчен килнĕ хăнасем пирĕншĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енпе тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнăва тата та анлăрах сарма, туслăх тата та вăй илме пулăшать», –  тенĕ регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.   

Беларусь Республикин ӳнерҫĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ Светлана Врублевская Чăваш   Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева Виталий Цвирко пирки  хайланă монографине парнеленĕ. Культура пайĕнчи ĕҫлĕ ҫыхăнусем тарăн пулнине те асăнса хăварнă сумлă хăна. Тахҫантанпах эпир Чăваш Енпе туслăн пурăнатпăр, малашне те ҫаплах пуласса ĕненсех тăратпăр тенĕ вăл. Кăҫал пленэр ятне те ăнсăртран мар ««Чăваш Ен – Раççейпе Беларуç художникĕсен куçĕпе»» тесе ят панă.  Пурĕ мероприятине хутшăннисем 250 алă ĕҫĕ тăратнă. Вĕсемпе пĕр тан Раҫҫей халăх ӳнерҫи, академик  Ревель Федоров, Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ художникĕ Александр Федоров, Чăваш Енĕн художниксен пĕрлешĕвĕн председателĕ Николай Андреев, Чăваш халăх ӳнерҫи Константин Долгашев,  Раҫҫейĕн, Чăваш Енĕн тава тивĕҫлĕ художникĕ Миша Григорян пулнă.

 Уҫă калаҫу вăхăтĕнче республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăстаҫăсемпе тĕл пулнă вăхăтра вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки те ыйтса пĕлнĕ.  Светлана Врублевская хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енри паллă художниксем паха ĕҫсемпе паллаштарнине каланă. Чăнласах та, вĕсен ырă ĕҫĕсем ыттисемшĕн тĕслĕхре тесе тепĕр хут ҫирĕплетсе хăварнă.   «Чăваш Енре ҫав тери пултаруллă ҫынсем пур. Вĕсем пуриншĕн та паха. Апла пулсан, сирĕн малашне шкулсене аталантарса пыма витĕм кӳмелле», – тенĕ тепĕр хут аса илсе сумлă ӳнерҫĕ.  Ачасем те ҫак ĕҫе хастаррăн хутшăннине палăртнă вăл.

Раҫҫей халăх художникĕ Равель Федоров пленэр ҫав тери пĕлтерĕшлĕ тесе каланă. «Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе ялан паллашмалла. Ҫитĕнӳсем тума вĕсем витĕм кӳреҫҫĕ. Кӳршĕллĕ регионсенчен сахал мар хăнасем яланах пуҫтарăнаҫҫĕ. Вĕсем чылай паха ĕҫсем кăтартса параҫҫĕ. Апла пулсан, килĕшӳ хуҫаланать пур ҫĕрте те, культура тата та вăйлăрах аталанса пырасси те куҫкĕретех», – тенĕ Ревель Федоров.   

 Фоторепортаж