ЧӐВАШ ЕНРЕ ТУЛЛИ МЕТРАЖЛӐ ДОКУМЕНТЛӐ ФИЛЬМ ӲКЕРМЕ ПУÇЛАРĔÇ

15.08.2017 12:32 | просмотров: 1978
ЧӐВАШ ЕНРЕ ТУЛЛИ МЕТРАЖЛӐ ДОКУМЕНТЛӐ ФИЛЬМ ӲКЕРМЕ ПУÇЛАРĔÇ

Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» фильмра тӑван республикӑмӑрти ҫутҫанталӑка, архитектура палӑкӗсене, чиркӗвӗсене тата ытти илемлӗ вырӑна ӳкереҫҫӗ. Кадра Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Улатӑр, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсем лекӗҫ.

Кино ӳкерекенсем паян Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра пулнӑ. Документлӑ фильмра ӳкерӗнекен Шупашкарти 5-мӗш гимнази ачисемпе «Путешествие в загадочный Китай» (чӑв.: Асамлӑ Китая ҫулҫӳрев) музейри клуб пайташӗсем те ӳкерӗннӗ. Вӗсем «Катюша» юрра китайла тата вырӑсла юрланӑ. Китай тӗпчевҫине Никита Бичурина халалланӑ урокра пулнӑ.

Таисия Ташней

Хыпар ҫӑлкуҫӗ = > https://www.chuvash.org/news/16564.html

 

Фотографии