ЭВЕРККИ Вера. Кăçалхи Пӗтӗм чӑваш диктанчĕн текстне суйласа илнĕ // Хыпар. - 2019. - Ака уйăхĕ, 17.

18.04.2019 11:12 | просмотров: 1270
ЭВЕРККИ Вера. Кăçалхи Пӗтӗм чӑваш диктанчĕн текстне суйласа илнĕ // Хыпар. - 2019. - Ака уйăхĕ, 17.

«Пӗтӗм чӑваш диктанчĕ-2019» акци вăхăтĕнче Тани Юн пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ текста çыртарĕç. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, текст авторĕ - Владислав Николаев журналист тата çыравçă. 

Кăçалхи диктанта Чăваш чĕлхи кунне тата Шупашкар хули йĕркеленнерĕнпе 550 çул çитнине халалланă. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акци сăн-сăпачĕ пулма Чăваш наци радиовĕн редакторне Алексей Александрова (Сантăр Элтиярне) çирĕплетнĕ. 

Диктанта ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 13 сехетре Шупашкарти тĕрлĕ лапамра (Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки) çыртарĕç. Тĕп лапам тесе И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетне палăртнă. Унсăр пуçне текста «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче вулĕç.

 

Вера ЭВЕРККИ.

ЭВЕРККИ Вера. Кăçалхи Пӗтӗм чӑваш диктанчĕн текстне суйласа илнĕ // Хыпар. - 2019. - Ака уйăхĕ, 17.