2019 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕнче «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 3-мĕш фестиваль иртет

15.04.2019 13:51 | просмотров: 87
2019 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕнче «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 3-мĕш фестиваль иртет

2019 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕнче «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 3-мĕш фестиваль иртет.

Фестивале пуçараканĕ тата йĕркелекенĕ –Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш Республикин Муркаш районĕнчи «А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» пĕтĕмĕшле пĕлĕ паракан муниципалитет бюджет учрежденийĕ.

Фестивале виçĕ енпе хутшăнма пулать: «Вĕрентетпĕр чăвашла» (чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартаççĕ); «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» (кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса параççĕ); «Сар каччăпа сарă хĕр» (7-9 классенче вĕренекенсем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартаççĕ).

Фестивале хутшăнма кăмăл пуррине ака уйăхĕн 26-мĕшĕччен kalai_sh@mail.ru е kalai-vr@mail.ru электрон адреспа çыру ярса пĕлтермелле.

Вĕренекенсене те, вĕрентекенсене те фестивале хутшăнма йыхравлатпăр.

Тĕплĕнрех>>> 

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧРВИ: «Чăваш ачи чăвашах» фестивале хутшăнма йыхравлатпăр