Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕн XXIII-мĕш Гала-концертне ҫитсе килнĕ

15.04.2019 13:01 | просмотров: 103
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕн XXIII-мĕш Гала-концертне ҫитсе килнĕ

Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕн XXIII-мĕш Гала-концертне ҫитсе килнĕ.

Республикăн культура пурнăҫĕшĕн ҫав тери чаплă пулăмсенчен пĕри пулса тăрать фестиваль. Унта ташă искусствин тĕлĕнмелле пултаруллă  артисчĕсем сцена ҫине тухса хăйсен ăсталăхне кăтартса панă. Чăн-чăн уяв пуриншĕн те пулса тăнă фестиваль.

Фестиваль «Аттила» спектакльпе уçăлнă. Пĕлтĕр Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе хамăр театрта лартнăскере куракансем тепĕр хут курма хапăл тусах йышăнă. Ăна пирĕн çынсем уйрăмах кăмăлланă, кӳршĕ регионсенчен килекенсем те чылайăн пулнă.

Кăҫал та фестиваль Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.  Чи ҫамрăк ачасем валли ятарласа хăйне евĕр программа хатĕрленĕ пулнă. «Золушкăпа» «Конек-Горбунек» пĕчĕккисен кăмăлне тултарнă. Пĕлтĕрхи фестивальте пĕрремĕш хут кăтартнă «Петипа-гала» концерта та кĕртнĕ программăна. Унта Питĕрти Михайлов театрĕн солисчĕсем Сабина Яппаровăпа Эрнест Латыпов хутшăннă.

 Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан балет пурин кăмăлне те ҫĕклесе янă.  

Аса илтеретпĕр, икĕ эрне хушши пынă мероприяти регионти мĕнпур халăха пĕр чăмăра пухнă, культура пуянлăхне туйма вĕрентнĕ. Паллă артистсем: Ксения Овсяник, Денис Виейр (Берлинран), Аманда Гомес, Вагнер Карвальо (Тутарстанран), Егор Мотузов, Екатерина ПервушинаФаруха Садыркулова, Ульяна Альпидовская, Анастасия Абрамова, Дмитрий Поляков, Алексей Рюмин, Анна Серегина, Карим Мубаракшин, Максим Семенов, Викторий Севоян, Ангелина Мишарина, Ольга Васильева балет ăстисем курма пыракансене чăнласах та савăнтарнă хăйсен пысăк пултарулăхĕпе.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Гала-концерта хутшăннисене ырласа тав сăмахĕсем каланă, уяв пурин кăмăлне те тултарнине палăртнă.  

Фестивале сумлă хăнасем пухăннă. Пермьри Евгений Панфиловăн балечĕ «Толстой» балетпа савăнтарнă, Мари Элти оперăпа балет театрĕ «Эсмеральда» илсе килнĕ. Гала-концертра  Германири, Бразилири, Киргизири, Мускаври театрĕсен паллă артисчĕсем пурне те савăк-кăмăл парнеленĕ.

Фоторепортаж

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕн XXIII-мĕш Гала-концертне ҫитсе килнĕ