Персона: Нина Григорьева юбилейне йыхравлаҫҫӗ

05.12.2018 10:32 | просмотров: 87
Персона: Нина Григорьева юбилейне йыхравлаҫҫӗ

Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей халӑх артисткин, Чӑваш АССР халӑх артисткин, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫыннин Нина Григорьеван юбилейне паллӑ тӑвӗҫ. Ҫав каҫ «Чикагори кукаҫин пурлӑхӗ» спектакле кӑтартӗҫ. Унта Нина Григорьева Надежда константиновна сӑнарне калӑплать. Ҫав каҫах юбиляра ҫуралнӑ кунпа театр коллективӗсем саламлӗҫ.

Нина Григорьева иккӗмӗш класра вӗреннӗ чухне Пукане ролӗпе сцена ҫине тухнӑ. Аслӑрах классенче тӑван яленчи, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкассинчи, клубри драма кружокӗсене ҫӳренӗ. Чӑмах май, яла артистсем спектакльпе пырсан Григорьевсем патӗнче апатланнӑ. Пӗррехинче Леонид Родионов Нина Григорьевӑна сӑвӑ вулаттарнӑ, этюд тума ыйтнӑ. Артиста вӗренме кайма сӗннӗ. Анчах Нина Григорьеван ашшӗ хирӗҫ пулнӑ. Хӗрне вӑл метеоролога вӗрентесшӗн пулнӑ. Балл ҫитейменнипе Хусантан каялла таврӑнма тивнӗ. Ҫапла вара Нина Григорьева артиста вӗренме кайнӑ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш халăх сайчĕ: Персона: Нина Григорьева юбилейне йыхравлаҫҫӗ