Нина ГРИГОРЬЕВА: Вĕрентекен панă туфлие тăвăр пулсан та тăхăнтăм

05.12.2018 10:31 | просмотров: 102
Нина ГРИГОРЬЕВА: Вĕрентекен панă туфлие тăвăр пулсан та тăхăнтăм

Раççей халăх артистки, Чăваш патшалăх, комсомол премийĕсен лауреачĕ Нина Григорьева К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнчи кăна мар, Чăваш тĕнчипех паллă ят.

58-мĕш çул…

Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси ялĕнче кун çути курнă пике 1961 çулта ГИТИС пĕтерсе килнĕренпе 58-мĕш çул театрта вăй хурать. Хăйĕн умĕнхи ĕçтешĕсен ăсталăхне, артист ĕçĕнчи вăрттăнлăха ăса хывса, Мускаври педагогсем панă пĕлÿпе пĕлсе усă курса вун-вун çул иртсен те халăхра асра юлакан сăнарсем калăпланă. П.Осиповăн «Кушарĕнчи» Лисук, «Айтарĕнчи» Пинерпи, Илпек Микулайĕн «Хура çăкăрĕнчи» Селиме, К.Ивановăн «Нарспийĕнчи» Нарспи, Н.Терентьевăн «Çĕрпе хĕрĕнчи» Ахмур тата вун-вун сăнар пире çывăх. Кусем — чăваш драматургĕсен ĕçĕсем-ха. Тĕнче тата вырăс классикĕсен пьесисенче мĕн чухлĕ вĕсем: У.Шекспирăн «Ромеопа Джульетти» /Джульетта/, «Ашкăнчăк инкĕшĕсем» /Форд миссис/, Ф.Гарсиа Лоркăн «Юнлă туйĕ» /Хĕр/, М.Горькин «Старикĕ» /Хĕр/, «Аркатаканĕсем» /Лидия/, Ч.Айтматовăн «Манăн хĕрлĕ тутăрлă тополĕм» /Асель/, М.Шолоховăн «Уçнă çеремĕ» /Варька/, «Лăпкă Донĕ» /Аксинья/, А.Островскин «Парнесĕр хĕрĕ» /Лариса/ тата ыттисем те, Нина Григорьева вылянă спектакльсем. Кунашкал рольсем пирки чылай-ăшĕ ĕмĕтленнĕ çеç.

Велосипед туянма ĕмĕтленнĕ

Раштавăн 7-мĕшĕнче унăн юбилей. Ытарайми Нарспипе тĕл пулмалли пысăк сăлтав ку. Пире, куракансене, кăсăклантаракан ыйту та пайтах: пурнăçра мĕнлерех вăл, илемлĕх, пултарулăх çулĕ çине тăма кам, мĕн пулăшнă ăна? Суйласа илнĕ профессипе кăмăллă-и? Çак тата ытти ыйту хуравне юбилей умĕн калаçнă май уçăмлатрăмăр.
— Нина Ильинична, кирек камăн пурнăçĕ те ачалăхран тăрать. Хăвăрăн ачалăхăр, ялти пурнăçăр çинчен аса илсе хăварсамăр.
— Пирĕн çемье питĕ пысăк пулнă. Аттепе аннен умлăн-хыçлăн тăватă хĕр çуралнă, унтан ывăл пулнă, анчах вăл çулталăк çеç пурăннă. Кайран каллех хĕр — эпĕ — çут тĕнчене килнĕ. Ун хыççăн тата тăватă ывăл çуралнă. Ун чухлĕ йыша тăрантарма, тумлантарма çăмăл килменни паллă. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнине халĕ те ас тăватăп. Ун чухне эпĕ 2 çул çурăра кăна пулнă пулин те. Аслисем мана куçран вĕçертнĕ-ши, пĕлместĕп, эпĕ аттене хăваласа çитес тесе вăл кайнă çул тăрăх вăрман витĕр чупрăм, чупрăм — çитеймерĕм. Мана хăмăр ял хĕрарăмĕ тĕл пулчĕ те яла çавăтса таврăнчĕ. Тем вăхăтран атте киле килчĕ, апла пулин те каярахпа вăрçа илсе кайрĕç. Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнă хыççăн вăл Яппун вăрçине хутшăннă, 1945 çулхи раштав уйăхĕнче кăна кĕтсе илтĕмĕр. Атте пур енĕпе те маттурччĕ: платник ĕçне пурнăçланă, кирпĕч çапнă, чÿлмек тунă, кăçатă йăваланă, пахча çимĕç, улма йывăç çитĕнтернĕ.
 Çак ĕçсене ачисене те явăçтарнă ĕнтĕ…
— Паллах, эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех кирпĕч çапма пуçланă. Велосипед, балалайка туянма ĕмĕтленнĕ. Ултă çул çапла аппалантăм, анчах ĕмĕтри япаласене туянасси пулмарĕ. Кайран çав кирпĕчренех пÿрт турăмăр, халĕ те çирĕп ларать-ха вăл.

Ĕçпе пиçĕхнĕ, канма та пĕлнĕ

 Артистка пулма мĕн хистенĕ? Ун чухнехи ял ачин юрă-ташăпа киленме вăхăт пулнă-и?
— Ĕçпе пиçĕхнĕ, çапах канма та пĕлнĕ. Иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухне вĕрентекен мана сцена çине Пукане ролĕпе кăларнăччĕ, тумне те хăйĕн пусминчен çĕлесе панăччĕ. Шкулта Трубина Мархвин ĕçĕсемпе спектакльсем лартаттăмăр. Аслăрах классенче клубри драма кружокĕсене çÿренĕ. Эпир клубпа юнашарах пурăннă, яла чăваш артисчĕсем спектакльпе пырсан апатланма пирĕн патра ча-рăнатчĕç. Пĕррехинче çапла Леонид Родионовпа Игнатий Молодов актер пынăччĕ. Леонид Никонорович мана сăвă вулаттарчĕ, калаçтарчĕ, этюд тутарчĕ, унтан çапла хушса хучĕ: «Кăçал чăваш ачисене Мускава артиста вĕренме яраççĕ. Санăн Шупашкарта иртекен конкурса хутшăнмаллах», — терĕ. Анчах атте хирĕç пулчĕ, Хусан университетне метеоролога вĕренме ярас терĕ. Пĕр балл çитменрен унта кĕреймерĕм. Уншăн пачах пăшăрханмарăм, киле юрласа таврăнтăм. Ас тăватăп-ха: манăн çул Вăрмар урлă пулнăччĕ, Пысăк Енккассине çитсен пĕр хĕрарăмпа сăмах хушнăччĕ. Вăл çапла каланăччĕ: «Пирĕн ял хĕрĕ артиста вĕренме кĕнĕ». Нина Яковлева пулнă вăл. Ялти хуçалăхра ĕççине хутшăнтăм, çĕр улми кăларма çÿрерĕм. Хăмла татнă вăхăтра клуб ертÿçи хире пычĕ те: «Нина, райхаçатра артиста вĕренме илесси пирки татах пĕлтерÿ пур», — терĕ. Кайрăм. Унта 200 ытла çамрăк пынăччĕ, эпĕ çĕнтертĕм. Константин Иванов режиссер мана вĕренме ямасăрах театра ĕçе илесшĕнччĕ, килĕшмерĕм. «Вĕренме ямасан яла таврăнатăп», — терĕм.

Мускав пысăк, çыннисем ырă

— Мускав Нина Сорокинăна мĕнле йышăннă?
— Тум та пулман. Ыран Мускава тухса кайма ыйтса çырнă телеграммăна илсен аннепе иксĕмĕр çири япаласене çуса кăмака умĕнче типĕтрĕмĕр, ирхине вĕсене тăхăнса çула тухрăм. Юрать, Аня Кутузова каникула килнĕ, унпа пĕрле кайрăм. Мускав тĕлĕнтерчĕ. Метро, электричка, çÿллĕ çуртсем, инсти-тутри пианино… пуçласа куртăм. Çыннисем тата — пĕри тепринчен кăмăллăрах. Пирĕн ертÿçĕ — Ва-силий Орлов. Мăшăрĕ Мария Николаевна та пире вĕрентетчĕ. Тăхăнмалли çуккине курнă ĕнтĕ Мария Николаевна — мана хăйĕн туфлисене пачĕ. Вĕсем мана кăштах тăвăрччĕ, пÿрнесене хĕстерсе те пулин тăхăнса çÿрерĕм. Ял ачисене хулана хăнăхма çăмăл пулман, анчах эпир вĕренекенсем хушнине чуна парса пурнăçлаттăмăр. Пушă вăхăт тупăнсанах театрсене çÿреттĕмĕр. Мана Маяковский, Ермолова ячĕллĕ театрсем килĕшетчĕç.
 Хăвăр вара сцена çине хăçан тухрăр?
— Виççĕмĕш курсра тĕрлĕ пьесăри сыпăксене ларттаратчĕç. Мана тата Николай Григорьева «Ромеопа Джульетта» лекрĕ. Ăна Петĕр Хусанкай куçарнăччĕ. Пирĕн ĕçпе паллашма Петр Петрович та пынăччĕ. Шупашкара тăватă спектакльпе — «Ромеопа Джульетта», «Ялта», «Малиновкăри туй» тата «Ĕçлесе тупнă çăкăр» — таврăнтăмăр.
— Эсир Джульетта пулнă, Николай Григорьев — Ромео. Çак спектакль сире пĕрлештернĕ теме юрать-и?
— Пытармастăм, эпĕ ăна килĕштернĕ. Спектакль пире пĕр- пĕринпе çывăхрах туслашма пулăшрĕ. Каярахпа юрату амаланма пуçларĕ. Çапах вĕренсе тухса ĕçлеме пуçласан çеç çемье чăмăртарăмăр. Тепĕр виçĕ кунран гастроле тухса кайрăмăр.

Вун-вун сăнар

 Чăваш театрĕнчи пĕрремĕш сăнарсем хăшĕсем?
— Малтанхисем пĕчĕк рольсем пулнă. Пысăккисенчен пĕрремĕшĕ — «Парнесĕр хĕрти» Лариса. Çав спектакльте манпа Иван Бочаров артист нумай ĕçлерĕ. Виктор Родионов, Елена Шорникова, Анфиса Долгова нумай пулăшрĕç. Вĕсен ĕçĕпе хĕрсе, туптанса, пиçсе çитĕннĕ. Вера Кузьминичнăпа «Хура çăкăр», «Cавнă йăмрасем» спектакльсемпе гастрольте нумай çÿренĕ.
— Унтанпа 57 çул иртнĕ. Вун-вун роль вылянă. Сăнарсене калăплама çăмăл-и сире е, урăхла каласан, вăл е ку роль кун-çулĕпе пурăнмашкăн пуçлама вăхăт нумай кирлĕ-и?
— Сăнарсем тунă чухне пурнăçри тĕслĕхсем пулăшаççĕ. Шăпа ăна та, кăна та кăтартать. Рольсем тĕрлĕрен — пиçсе çитнисем те, кăштах пулайманнисем те, хăв килĕштернисем те, кăмăла кайманнисем те — пулнă. Сцена пурнăçĕ çапла. Ялан пĕр пек выляни те намăса хăварать. Камитри роль çăмăл пек туйăнать, анчах унти сăнара калăплама питĕ йывăр маншăн. Хăвна çĕнтермелле, чуна тепĕр майлă тавăрса кăтартмалла. Режиссерсем кураççĕ, туяççĕ пулĕ ĕнтĕ артист çапла тума пултарнине, çавăнпа шанса параççĕ. Пысăк рольсенчен пĕри те вăй хумасăр çуралман. Хулапа пыратăн-и, çывăрма выртатăн-и — çаплах çав сăнар пирки пуç вататăн.
— Нина Ильинична, Нарспи сăнарĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Çак роле сирĕнччен те-атрти пултаруллă артисткăсем Анфиса Долгова, Таисия Ерусланова, Вера Кузьмина, Светлана Ми-хайлова вылянă. Эсир мĕнле йышăнтăр çак роле?
— Эпĕ вĕсем асăннă сăнара калăпланине курман. Эпир килсен те часах лартман ку спектакле. Леонид Родионов роле панă чухне кĕç-вĕç 40 çул тултараттăм. «Тен, эпĕ мар? Ватă вĕт», — тетĕп. «Эсĕ мар тăк никам та вылямасть», — хуравларĕ вăл. Çулланнăçемĕн яваплăх ÿсет, çавăнпа Нарспи маншăн ытти сăнартан уйрăларах тăрать. Ăна ашшĕ-амăшĕн ирĕкне пула килĕштермен çынна качча параççĕ. Паян çеç мар, ыран та, тепĕр çул та, ĕмĕр тăршшĕпех пурăнмалла юратман упăшкапа. Чунĕ тăвăлать хĕрĕн, çакăн пек самантра кирек кам та хăрушă ĕç туса хума пултарать.
— Çывăх вăхăтра «Нарспие» лартас тăк ун ролĕнче кама куратăр?
— Пирĕн театрта пур ун пеккисем. Паянхи çамрăксем талантлă.
Ĕмĕтсем, шухăшсем
 Паянхи куна илес пулсан сире хальхи вăхăтри чăваш драматургийĕ тивĕçтерет-и?
— Лайăх пьеса темшĕн сахал, йывăрпа çуралаççĕ. Паллах, пачах çук теместĕп..

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: "Хыпар" хаçат: Нина ГРИГОРЬЕВА: Вĕрентекен панă туфлие тăвăр пулсан та тăхăнтăм