«Михаил Сироткин, Николай Резюков, Сергей Юшков эткерлĕхĕ тата хальхи самана» çавра сĕтел ĕçне вĕçлерĕ

20.11.2018 17:55 | просмотров: 725
«Михаил Сироткин, Николай Резюков, Сергей Юшков эткерлĕхĕ тата хальхи самана» çавра сĕтел ĕçне вĕçлерĕ

Чăваш Республикин наци библиотекинче 2018 çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Михаил Сироткин, Николай Резюков, Сергей Юшков эткерлĕхĕ тата хальхи самана» çавра сĕтел ĕçлерĕ. Ӑна чăваш филологийĕпе литературинче паллă йĕр хăварнă М.Я. Сироткинăн 110 çулне, Н.А. Резюковăн 120 çулне, С.П. Юшковăн 100 çулне халалланă.

Ларăва Чăваш Республикин наци библиотекин директор çумĕ Быкова Галина Александровна салам сăмахĕпе пуçларĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Дегтярёв Геннадий Анатольевич М.Я. Сироткин, Н.А. Резюков, С.П. Юшков пурнăçĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ.

Ларăвăн тĕп пайĕнче литература тĕпчевçи, критик Яковлев Юрий Васильевич, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Виноградов Юрий Михайлович, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Осипов Николай Николаевич, С.П. Юшков хĕрĕ, сăвăçă Исаева Людмила Сергеевна, Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕн ертуçи Никифоров Геронтий Лукиянович, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура кафедрин профессорĕ Семенова Галина Николаевна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Дегтярёв Геннадий Анатольевич, Чăваш Республикин наци библиотекин ретроспективлă библиографи секторĕн ертӳçи Степанова Роза Васильевна тухса калаçрĕç.

Ӑслăлăх, вĕренӳ, культура ĕçченĕсем, общество хастарĕсем, чăваш чĕлхипе литературин ыйтăвĕсемпе кăсăкланакансем, чăваш чĕлхи, литератури тата тăван ен культури вĕрентекенсем, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем хутшăнчĕç. Уяв каçне С.П. Юшков сăввисемпе хывнă юрăсем илем кÿчĕç.

Фотографии